Элӗк районӗн официаллӑ сайчӗ район ҫур акине епле хатӗрленни пирки пӗлтерчӗ. Кӑҫал Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ иртнӗ май районта тырӑпа ҫӗрулми тата пахча-ҫимӗҫ ытларах туса илме палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май лаптӑксене те ӳстерме шутлаҫҫӗ — усӑсӑр выртакан 2 500 гектара хута яма палӑртаҫҫӗ.
Элӗк тӑрӑхӗнче кӑҫал 12 192 гектар тырӑ, 1 880 г ҫӗрулми лартма шутланӑ. Тур-пул тухӑҫлӑ пултӑр тесе хуҫалӑхсем 760 тонна тӗрлӗ удобрени тиесе килнӗ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне ял хуҫалӑхӗсем 100 тонна (палӑртнинчен 77%) дизтопливо, 28 тонна (67,1%) автомашин топливи туяннӑ. Хуҫалӑхсенче уйрӑмах тӗрлӗ техникӑна юсас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. 234 трактортан 72% ҫеҫ юсавлӑ. Ытти техникӑпа та ҫаплах: 126 йывӑр машинаран 91 (72%), 77 ака техникинчен 64 (83%), 69 сухаран 54 (78%), 85 культиватортан 77 (91%) ҫеҫ ӗҫлеме юрӑхлӑ. Уй-хирсенче хальлӗхе юр кайсах пӗтмен-ха — юсаса пӗтерме вӑхӑт пур.