Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пушӑн 20-мӗшӗнче ЧНКан VII пухӑвӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.03.2009 13:15 | 2710 хут пӑхнӑ

Пушӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ЧНК хӑйӗн VII пухӑвне ирттерӗ. Раҫҫей тӑрӑхӗнчи чӑвашсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пухӑнӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ.

 

Пухӑва 500 ҫын патнелле пуҫтарӑнӗ. Вӗсенчен 102 делагат — Раҫҫейри 29 регионтан, тата 6 ют патшалӑхран килӗ. Чи пысӑк ушкӑн Чӑваш ҫӗрӗнчен пулӗ — 230 ҫын. Ҫавӑн пекех пысӑк ушкӑнсем Тутарстанран, Пушкӑртран, Ӑремпурк, Самар, Свердловск, Тӗмен, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен пулӗҫ. Мускавпа Питӗрти ушкӑнсен йышӗ те пысӑк пулӗ.

Пухура пӑхса тухма палӑртнӑ ҫивӗҫ ыйтусем: 2010 ҫулта Раҫҫей ҫыравне ирттерессипе ҫыхӑннисем, ЧНК уставне улшӑнусем кӗртесси.

Хӑнасем ҫавӑн пекех пушӑн 19-мӗшӗнче Я.Г. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттерме палӑртнӑ чӑваш костюмӗн уявне хутшӑнӗҫ.

Пушӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче пухӑва килнӗ делегатсем республикӑри вӗренӳ заведенийӗсен представителӗсемпе тӗл пулӗҫ — чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан тӑрӑхсем валли культурӑпа вӗрентӳ учрежденийӗсем валли вӗрентекенсене хатӗрлес ӗҫе пӑхса тухӗҫ. Унтах тӗрлӗ тӑрӑхра «Акатуй» уявне ирттерессипе ҫыхӑннӑ семинар-канашлу иртӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Чӑваш наци конгресӗ, #Чӗмпӗр Ен, #Пушкӑртстан, #Тутарстан, #Чӑваш Ен, #Шупашкар, #Чӑваш наци музейӗ, #Я.Г. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗ, #Акатуй, #К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #чӑвашсем

 

Комментари:

Ajdush // 2116.67.6260
2009.03.18 21:04
Migulaj çырать:
Ку пухуна мĕнле чĕлхепе ирттерме палăртнă?
2009.03.18 23:44
Аçтахар Плотников
Migulaj, сире валли мĕн кашни хыпар çумне «ку мероприяти чăвашла иртет», «ку мероприяти вырăсла иртĕ» тесе çырса пымалла-им? Вăл еннелле кайсан тен «кунта ытларах чухăн çынсем пухăнаççĕ», «ку мероприятине ытларах шакла пуçлисем пырĕç», «мероприятинче тăватă çын анасласа ларчĕ» енчен те сăнласа памалла пулĕ?
levlant // 3392-0142
2009.03.24 19:10
Юлташсем, Чаваш тумен уяве пите аван иртре, анчах мана пер самант пашархантарче!!! Уява йеркелекенсенчен пери-З.И.Воронова художник хайен пущне МОРДОВский щелек таханса тухре, теменле кутан тарса енентерсен те вал Чавашсен мар!!! Воронова мастер хайен тумесемпе тащта та щитет, пуще щинчи МОРДВА халахен тумне чавашсен тесе сарса щурет, уссе пыракан щамраксене мене верентет вал??? Щенерен Америка ущасшан мар-и ВОРОНОВА юлташ???
levlant // 3392-0142
2009.03.24 19:13
КУ хыпара эпе щещ мар, чыллай пысак щынскм те щапла шутлащще, хайен патне менле щитермелле-ши???

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем