Шупашкарта ӗнер тата тепӗр сывлӑх проекчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унччен сывлӑх территорийӗсем тесе йышӑннӑ Лакрей вӑрманӗпе А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ парксем ҫумне халӗ «Шупашкара — 500 ҫул» парк хутшӑннӑ. Унта «Сывлӑх ташши» проект пурнӑҫланать.
Мероприятие марафон чупӑвӗпе Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Валентина Егорова уҫнӑ. «Сывлӑх ташшине» чи малтан хутшӑннисем — «Шупашкарти ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ» хысна учрежденине ҫӳрекенсемпе сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем. Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫул ҫитменнисен ӗҫӗ енӗпе профилактика учетӗнче тӑракансене те чӑваш ташшин ҫеммипе тӗрлӗ хускану тума йыхравланӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑн тӗп хулинчи А.Г. Николаев космонавт паркӗнче «Уҫӑ сывлӑшри йога» тата Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» проектсем пурнӑҫа кӗнӗ.