Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш энциклопедийӗн 4-мӗш томне кӗмелли сӑмахсене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.02.2009 21:32 | 1750 хут пӑхнӑ

Ӗнер, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш энциклопедийӗн редакци канашӗн хӑйӗн ларӑвне иртнӗ. Вӑл 4-мӗш томра хӑш сӑмахсене кӗртессипе, камӑн кун-ҫулне ҫутатса парассипе ҫыхӑннӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсемпе информаци пилитикин ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Р.М. Лизакова ертсе пычӗ.

Ку канаш йышӑннӑ тӑрӑх энциклопедине патшалӑх тытӑмӗпе ҫыхӑнман учрежденисене, аслӑ тата вӑтам професси вӗренӳ заведенийӗсене кӗртме палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗсене Чӑваш Енри уйрӑмӗсем ҫинчен ҫырса пӗлтерӗҫ. Энциклопеди редакцийӗн канашӗ йышӑннӑ тӑрӑх пурне те кӗртмӗҫ, унта лекмешкӗн учрежденийӗн Чӑваш Республикинче 10 ҫул ӗҫлемелле, е унӑн Чӑваш Ен экономикине аталантарма пулӑшнин тӳпи пысӑк пулмалла.

Энциклопедин 4-мӗш томне 2010 ҫулта кӑларма палӑртаҫҫӗ. Унта «Сн-» саспаллисенчен пуҫласа «Я» таран виҫӗ пин патнелле статья пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#ларусем, #энциклопедисем, #кӗнекесем

 

Комментари:

Ajdush // 8765.0.5192
2009.02.21 18:55
Migulaj çырать:
Чăваш энциклопедийĕ мĕнле чĕлхепе тухать?
2009.02.22 00:21
Аçтахар Плотников
Микулай, эсир попугай мар пулĕ те? «Мĕнле чĕлхепе» те, «мĕнле чĕлхепе»... Марс çинче пурăнмастăр пулĕ? Тата чăнах та хăш чĕлхепе тухни çинчен пĕлместĕр тейĕр! Йĕкелтесе ларассин мĕн усси? Паллах, ВЫРĂСЛА çеç кăларма пĕлеççĕ вĕсем. «Мĕнле чĕлхепе?» тесе ватăличчен ыйтса ларма пултаратăр — пурпĕр чăвашла кăламĕç. Чăвашла кăларсан — пурте ăнланмĕç (чăваш пурнăçĕ ытларах вырăссене кирлĕ-ши?) тесе шутлаççĕ. Чăвашла-вырăсла (тутарсем пек) кăларас пулсан хут ытлашши нумай тухса каять теççĕ. Тăкакĕ нумай имĕш...
Ăна «Мĕнле чĕлхепе?» тесе ыйтса лармаççĕ, чăвашла энциклопедине тăваççĕ — ак, сăмахран, Википедин чăваш уйрăмĕ пур. Чăнах та чăваш культуришĕн çунатăн пулсан — ил те пулăш çав энциклопедине хатĕрлеме! Çырмалли унта пайтах. Тăрăшсан, вĕсем хатĕрленĕ вырăс чăваш энциклопедийенчен пин хут чаплăрах пулĕ. Пирĕн энцикдопедине чунтан-чĕререн юратса вулĕç, вĕсенни вара кĕнеке çӳлĕкĕ çинче тусанланса выртĕ. Ĕçлеспĕт ăна, кашни кун «мĕнле чĕлхепе» тесе ыйтса лармалла мар.
Ajdush // 8765.0.5192
2009.02.23 12:15
Migulaj çырать:
1. Тăкакĕ нумай имĕш... Мĕн чухлĕ пулать?
2. Ют чĕлхепе тусан мĕн чухлĕ тăкаламалла, тăван чĕлхепе мĕн чухлĕ?
3. Ку энциклопеди ют чĕлхепе тухсан вăл чăваш энциклопедийĕ пулма пултараймасть. Ку вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулне 140 çулне, К.Ивановăн "Нарспи" сăввине 100 çулне ют чĕлхепе палăртнипе пĕр тантăш пулаççĕ.
4. Мĕншĕн эпĕ ку энциклопеди мĕнле чĕлхепе тухать тени сана тарăхтарать? Эсĕ чирлĕ мар-и?
Эпĕ нихăçан та никама та кӳрентермелли япаласем çырмастăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем