Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шупашкар районӗнче кашни ҫулах технологипе олимпиадӑсем иртеҫҫӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Уйрӑмах Кӳкӗҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул ачисем пултаруллӑ — ялан тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Паллах, ку вӗрентекенӗнчен те килет — Востриков Н.А. вара хӑй ӗҫне лайӑх пӗлет. Ак кӑҫалхи олимпиадӑра та пӗрремӗш вырӑна ун вӗренекенӗ Павлов Руслан йышӑнчӗ. 9-мӗш класра пӗлӳ пухакан ача алӑкум (прихожий) валли ӑсталанӑ «Чӑваш хӑмли» ятлӑ тӗкӗре конкурса тӑратнӑ пулнӑ. Ун ӗҫӗ чӑнах та питӗ чаплӑ — пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ!
Халӗ ӗнтӗ Русланӑн Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑна хатӗрленмелле — ӑнӑҫу сунатпӑр!
Ajdush // 8765.0.5192
2009.02.16 12:38 | |
Аçтахар Плотников // 1097.73.3519
2009.02.16 13:41 | |
Migulaj, килĕшмест пулсан илте ху çыр! Çырмастăр вĕт! Хыпарсем ярса памастăр! Ирĕксерех хамăн çырма тивет. Паллах, эп чаплă çыравçă мар.
Тиркет тата... Тиркес вырăнне йăнашсене кăртартасчĕ. | |
Ajduush // 2116.67.6260
2009.02.16 21:42 | |
Kacarar crazy chuvashian_pa cyrnashan. Ese pite cherre keme juratatan nim cuk certren.
прихожий menle ku samaha anlanmalla. | |
Аçтахар Плотников // 1097.73.3519
2009.02.17 01:07 | |
«Прихожий» сăмах килĕшмерĕ пулсан → çыр ăна «ку сăмах вырăнне ХХХ сăмах усă курсан лайăхрах пулĕччĕ» тесе... «Ăнланмарăм. Мĕнле чĕлхепе кунта çырнă?» тесе çырни ку пĕтĕм текста карçинккана леçмелле тенине пĕлтерет.
//текста тӳрлетрĕм. Йăнăшĕсем чанах та пурччĕ. | |

Ăнланмарăм. Мĕнле чĕлхепе кунта çырнă?