Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: ЧНК-ан черетсӗр IX Аслӑ пухӑвӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.06.2014 11:19 | 1865 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх 9-мӗш Аслӑ пухура. Тимӗр Акташ ӳкернӗ сӑн
9-мӗш Аслӑ пухура. Тимӗр Акташ ӳкернӗ сӑн

Ӗнер 15:00 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетсӗр IX Аслӑ пухӑвӗ иртнӗ. Ун умӗн, 10 сехетре, Мӑн Канаш пухӑннӑ. Анчах вӑл хупӑ мелпе иртнӗ, Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна унта кӗртмен.

Аслӑ Пухура икӗ ыйту сӳтсе явнӑ — ҫӗнӗ Устава йышӑнассине тата «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ҫирӗплетессине. «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн 22 тӑрӑхӗнчен тата чикӗ леш енчи патшалӑхсенчен пурӗ 53 делегат хутшӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑн кашни районӗ 2-шер делегата яма тивӗҫнӗ.

Уставне Николай Лукианов хатӗрленӗ. Мӗншӗн ҫӗнетме тивни пирки, мӗн улшӑнни пирки вӑл халӑх умне тухса доклад каланӑ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл пурнӑҫ улшӑнни пирки пӗлтернӗ — экономикӑра та, политикӑра та, кашни сферӑра тенӗ пекех — ылмашусем пулса иртнӗ. Унсӑр пуҫне обществӑлла организацисене йӗркелекен саккунсем те ҫӗнелсех тӑраҫҫӗ. Ҫакна пула ҫӗнӗ Устав ҫырма тивнӗ те. Николай Лукианов ҫавӑн пекех унчченхи уставпа танлаштарсан мӗнле улшӑнусем кӗни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Аслӑ Пухӑвӗн делегачӗсем ҫӗнӗ Устав проектне пӗтӗмӗшле ырланӑ.

Тепӗр ыйтура «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ырларнӑ. Асилтеретпӗр: Чӑваш наци конгресӗ унӑн эскизне ятарлӑ конкурс ирттерсех йышӑнчӗ. Ман Канаш Ювенальевсен вариантне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн халь ӗнтӗ Аслӑ Пуху та ӑна ырларӗ.

Президиум пайташӗ Николай Лукианов каласа панӑ тӑрӑх хупӑ Мӑн Канашра — вӑл маларах 10 сехетре иртнӗ — Устав тавра калаҫнӑ тата Президиумӗн пайташӗсен йышне пысӑклатнӑ. Президиума влаҫ органӗсенче ӗҫлекен тӗрлӗ тӳре-шарана кӗртнӗ иккен, ҫав шутра темиҫе министра. Унсӑр пуҫне Президиум йышне малашне Чӗмпӗр тӑрӑхӗн элчи те кӗрӗ — ку тивӗҫ Сваева лекнӗ пулас (кӑна ытти тӑрӑхсен — Тутарстанӑн, Пушкӑртстанӑн — элчисем пуррине пула сӗннӗ). Тӗрлӗ влаҫ ҫыннисене кӗртнине (ЧНК президенчӗ Угаслов хӑй сӗннӗ) ҫапларах сӑлтавлаҫҫӗ: уставра палӑртнӑ хӑш-пӗр тӗллев Чӑваш патшалӑхӗннисемпе пӗр килет. Хӑшӗ-пӗр ыйтӑвне вара влаҫ ҫыннисем тӗрев памасан, пулӑшмасан пурнӑҫа кӗртме те йывӑр. Ҫапла май Президиум йышне 5–6 ҫӗнӗ ҫын кӗнӗ.

Сӑмах май, ҫӗнӗ Устав проекчӗпе ЧНК сайтӗнче паллашма пулать.

#вулавӑшсем, #наци вулавӑшӗ, #Мӑн Канаш, #пухусем, #чӑвашлӑх, #ЧНК, #тӳре-шара, #Чӗмпӗр облаҫӗ

 

Комментари:

Migulaj // 2763.70.3457
2014.06.24 14:04
Вара мĕн сăлтав пирки ют чĕлхепе тунă ăна? Ку чăваш чĕлхине ют чĕлхепе пуянлатни пулать е ... ирĕк памаççĕ Чăваш республикинче тăван чĕлхепе усă курма?
Серте Унтри // 1474.71.2233
2014.06.25 00:05
Можно принять бесконечное количество уставов, но если нам суждено ползать, летать мы не сможем. Нутро незавидное наше как изменим?
Migulaj // 2763.70.3457
2014.06.25 14:25
Чи малтан "устав" сăмаха чăвашла çырма сĕнетĕп.
железнова // 1420.91.4591
2014.06.25 16:48
Эпĕ çав съездра пултăм. Питĕ кирли çинчен калаçреç, канашлаçреç. Эпир хамăр çинчен япăх калаçатпăр пулсан малалла мĕн пулать? Устава çĕнетсе пĕр саслă пулса йышăнтăмăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем