«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫӗй XXII фестивальне (вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет) Раҫҫейӗн 19 тӑрӑхӗнчи 26 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ ют ҫӗршывран ансамбльсем килӗҫ. Китайран икӗ ушкӑн (Аньхой тата Гайчжоу провинцийӗсенчен), Италирен пӗр ушкӑн, Азербайджанран виҫӗ солист килмелле.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче республикӑна Италири (Сардини) «Про Локо Мамугео» фольклор ансамблӗ килсе ҫитнӗ. Вӑл фестивале хутшӑннисӗр пуҫне республикӑри ултӑ район-хулара пултарулӑхне кӑтартӗ.
Китайри пултарулӑх ушкӑнӗсем пилӗк район халӑхне савӑнтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хальхи ӳнер центрӗнче Китай делегацийӗ сӑн ӳкерчӗксен икӗ куравне йӗркелӗ, чей церемонийӗ иртӗ.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальпе килӗшӳллӗн «Фолкстейшен-Шупашкар» Раҫҫейри йӑла-йӗркесен фестивалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 8 регионти 13 ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра — Крым та.