Ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Юрий Иванович Ксенофонтов скульптурисен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художник ҫуралнӑранпа 60 ҫул (пушӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ) ҫитнӗ вӑхӑта халалланӑ.
Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫрӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх куравра ӑстаҫӑн, тӑванӗсен, юлташӗсен тата вӗренекенӗсен ӗҫӗсене курма май пур, пурӗ 70 ӗҫ ытла. Вӗсенчен 35-ӗшӗ музей пурлӑхӗ шутланать.
Культура министерствин ӳнерпе вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Алексеева Юрий Иванович чӑваш культуришӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ксенофонтов — ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш шӗпсутҫӑ (скульптор). Ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман пулин те вӑл чӑвашлӑхра самай тарӑн йӗр хӑварнӑ — чӑваш скульптурин шкулне йӗркелекенни шутланать. Вӗренекенӗсем та унӑн нумай — сӑмахран, Владимир Нагорнов.