Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Вӑрмарсен Акатуйӗ салютпа вӗҫленнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.06.2014 11:43 | 1836 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Вӑрмар районӗнче Акатуя кӑҫал 61-мӗш хут паллӑ тунӑ. Вӑрмарти тӗп стадионта ир-ирех халӑх хӗвӗшме тытӑннӑ. Ачасем аслисемпе танах ял хуҫалӑх техникин куравӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ.

Кӑнтӑрлахи 11 сехетре уява уҫнӑ. Гимн юрланӑ май Чӑваш Ен Ялавӗ ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. Ӑна кӑҫӑл ҫӗклеме Геннадий Ямуков фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен Владимир Николаев тракторист тивӗҫнӗ.

Юрий Власов тракториста, Сергей Сидоров рабочие, Тамар Кириллова оператора ял хуҫалӑх производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Чупай ял тӑрӑхӗ «Чӑваш Енри чи хатлӑ ял тӑрӑхӗ» конкурсра 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗшӗн ЧР Министрсен Кабинечӗн Дипломне тивӗҫнӗ. Вӑрмар ял тӑрӑхӗ вара ҫак конкурсра 2-мӗш вырӑна тухнӑшӑн ҫак хисепе илнӗ.

Ичеснер Атайкасси ялӗнче пурӑнакан Светлана Захаровӑна «Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Афинӑра — 2004 ҫулта, Пекинра — 2008 ҫулта иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Ҫак ятах Энӗшпуҫ ялӗнчи Василий Нягин тивӗҫнӗ. Вӑл — Паттӑрлӑх орденӗн икӗ хут кавалерӗ. Шӑплат ялӗнчи Валерьян Петров та «Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни» пулса тӑнӑ.

Сцена ҫинче концерт янӑранӑ вӑхӑтра теприсем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Шашка, шахмат, армспорт, футбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика енӗсемпе тупӑшнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ.

Уяв 22:30 сехетре салютпа вӗҫленнӗ.

Сӑнсем (335)

#Вӑрмар районӗ, #Акатуй, #уявсем, #Вӑрмар, #Чупай ял тӑрӑхӗ, #Вӑрмар ял тӑрӑхӗ, #Ичеснер Атайкасси, #Афина, #Пекин, #олимп вӑййисем, #Энӗшпуҫ, #Шӑплат, #ӑмӑртусем, #шашка, #футбол

 

Комментари:

Migulaj // 3606.19.1562
2014.06.18 08:28
Вăрмар районĕнче те ют чĕлхе чăваш чĕлхине çăтса янине курма пулать. Е вăл ют чĕлхе чăваш чĕлхине пуянлатнине çеç пĕлтерет?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем