Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Самар облаҫӗнчи Акатуй

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.06.2014 17:26 | 1874 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Самар облаҫӗнчи чӑвашсем те Акатуя паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӗнер, ав, Исаклӑ ялӗнче уяв иртнӗ. Чӑвашсен наци уявӗ ҫӗр-ҫӗр ҫынна ялти Ҫӗнтерӳ паркне пухнӑ. Кунта Самар облаҫӗнчи, Чӑваш Республикинчи, Тутарстанри, Пушкӑртстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитнӗ.

Паркра ир-ирех кӗвӗ янӑранӑ. Кунта чӑваш пурнӑҫне кӑтартакан картишсем йӗркеленӗ, сӗтел наци апат-ҫимӗҫӗпе йӑтӑннӑ. Районти ял хуҫалӑхӗнчи чи хастар ӗҫченсене Самар облаҫӗн Ял хуҫалӑх министерствин, Чӑваш наци конгресӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Исаклӑ районӗн пуҫлӑхӗ Валерий Ятманкин ҫуткӑҫа (факела) чӗртнӗ те чӑваш халӑх уявӗ пуҫланнӑ. Самар облаҫӗнче Акатуя уявласси 17 ҫул каялла ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Халӗ вӑл — пӗтӗм халахӑн юратнӑ уявӗ. Ӑна чӑвашсем нумай пурӑнакан вырӑнсенче черетпе йӗркелеҫҫӗ.

Исаклӑ районӗнче ку уява виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ. Кунта районта пурӑнакан пӗтӗм наци колоритне курма май пулнӑ. Сцена ҫинче вырӑс, мӑкшӑра ирҫе, чӑваш… юррисем янӑранӑ. Уявра 23 пултарулӑх ушкӑнӗ юрланӑ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫӑлкуҫ», «Ҫеҫпӗл», «Телей», «Шанчӑк», «Асамат», «Тӗлпулу», «Туслӑх ушкӑнӗ».

Самарти Акатуйсенче Вячеслав Христофоров пӗрре мар юрланӑ. Хальхинче те вӑл кунта килнӗ. Уяв ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ҫакна тӳпери аслати те ҫирӗплетнӗ. Ара, кунта ҫумӑра тахҫантапах кӗтнӗ-ҫке.

#Самар облаҫӗ, #Исаклӑ районӗ, #Акатуй, #уявсем, #концертсем, #ҫумӑр

 

Комментари:

Agabazar // 1238.14.0838
2014.06.13 22:26
Agabazar
Иссаклă

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем