Республикӑра тӗрлӗ ӑмӑрту яланах иртет. Анчах хусканупа тӗрев енчен сусӑррисен хушшинчи тупӑшу хальччен пулманччӗ-ха. Нумаях пулмасть иртнӗ вӑл.
Ҫакна Инвалидсен Вӑрнар районӗнчи уйрӑмӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак районта кӳмепе ҫурекен 26 сусӑр пурӑнать. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — аслӑ ӳсӗмри ҫынсем, тыл ӗҫченӗсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем. Нумайӑшӗ урама питех тухмасть, ҫынсемпе курнӑҫмасть.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене куракансем, тӑванӗсем, юлташӗсем хавхалантарнӑ. Спортсменсем малтан дистанцие хӑвӑртрах парӑнтарма тӑрӑшнӑ, унтан кӳмесемпе эрешлесе ярӑннӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисене пурне те парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнӑ. Сусӑрсем тупӑшнине кура курма килекенсем те кӳмесене ларса ӑмӑртса пӑхнӑ. Малашне кунашкал тупӑшусем час-часах иртӗҫ.