«Республикӑри кардиодиспансера консультацие лекес тесен мӗншӗн икӗ уйӑх ытла кӗттереҫҫӗ?» Ҫапла кӑсӑкланнӑ Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан Венера Иванова. Аплах пулсан ыйтӑвӗ, тӗрӗссипе, уншӑн кӑна ҫивӗч марри паллӑ ӗнтӗ. Ара, камӑн ҫавӑн чухлӗ кӗтес килтӗр!
Хӗрарӑмӑн ыйтӑвӗ пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви ятарлӑ хутсемпе ҫыхӑнтарса специализациленӗ медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ кӳмелли вӑхӑт 10 кунтан иртмелле мар тесе пӗлтерет.
Республикӑри кардиологи центрне черет вӑрӑммине ведомство темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. Ҫав шутра ҫынсем унта хӑйсем тӗллӗн кайма шут тытни те пур. Иккӗмӗш йывӑрлӑх кардиолог тухтӑрсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Виҫҫӗмӗш сӑлтавӗ черете ҫырӑннӑ пациентсен 30 проценчӗ палӑртнӑ вӑхӑта йышӑнӑва пымасть имӗш.
Медицина пулӑшӑвӗ парас йӗрке пӑхӑнмасан асӑннӑ диспансерӑн тӗп врачӗн ҫумӗпе Ольга Геннадьевна Пульхеровскаяпа ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен 62-01-91 номерпе ҫыхӑнма сӗннӗ.