Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ача-пӑча кану базисене тӗрӗслеме тытӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 20.05.2014 08:13 | 982 хут пӑхнӑ
Республикӑра Пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗрӗсленӗ самант
Пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗрӗсленӗ самант

Кӗҫех ҫуллахи каникул пуҫланӗ те шкул ачисем сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсене ӑсанӗҫ. Вӗсен канӑвӗ кӑсӑклӑ кӑна мар, хӑрушсӑр та пултӑр тесе Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви республикӑри ача-пӑча кану базисене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Талӑкӗпех канмалли лагерьсене Федерацин пушар надзорӗн органӗсенче республикӑра кӑҫал 13 шута илнӗ, кӑнтӑрла кӑна канмаллисене — 407.

Пушар хӑрушсӑрлӑхне хаклакансем планпа пӑхнӑ 67 тата планпа пӑхман 28 тӗрӗслев ирттернӗ те ӗнтӗ. Должноҫри 28 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.

Уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ кӑлтӑксем хушшинче пушара сӳнтермелли тытӑм, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑррине, эвакуаци валли кирлӗ ҫула тивӗҫлипе йӗркелеменнине кӗртеҫҫӗ.

Вӑрманта пушар тухсан кану базисене лекес хӑрушлӑхлисем пилӗк учреждени шутланаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӗсене пурне те минерализациленӗ йӗрсемпе уйӑрса тухнӑ.

Сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫуллахи тапхӑр ҫывхарнӑ май пушарнӑйсем ача-пӑча уйлӑхӗсенче планпа пӑхнӑ тактика вӗрентӗвӗсем те йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ун йышшине Шупашкар районӗнчи «Чайка» (чӑв. Чарлан) лагерьте ирттернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви тӗрӗслев ирттернипех ҫырлахмасть. Шыва кӗнӗ чух епле тытмаллине вӗрентет, суранлансан пирвайхи пулӑшу епле кӳмеллине ӑнлантарать.

#уйлӑхсем, #тӗрӗслевсем, #ачасем, #кану, #Шупашкар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем