2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре транспорт налукӗн налук ставкин индексацийӗ пулӗ. Унӑн проектне ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ЧР Финанс министрӗ Светлана Енилина саккун проекчӗпе паллаштарнӑ.
Унпа килӗшӳллӗн 100 лаша вӑйӗллӗ ҫӑмӑл автомашинӑсен ставки 2 тенкӗ ӳсӗ. Ҫапла майпа вӑл 1 лаша вӑйӗшӗн 13 тенкӗ пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, кунашкал транспорт хуҫисен 148 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивӗ. 100–150 лаша вӑйӗллӗ автомобильсен ставки 4 тенкӗ хӑпарӗ, ҫавӑнпа 1 лаша вӑйӗ 23 тенкӗпе танлашӗ. Халӗ вӑл 19 тенкӗ. Пӗтӗмӗшле кунашкаллисен налук сумми 500 тенкӗ ӳсӗ.
Ытларах улшӑнусем вӑйлӑ машина хуҫисене пырса тивӗ. 150 лаша вӑйӗнчен ытларах автомашинӑсен 1 лаша вӑйӗшӗн 37 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Хальлӗхе ку 31 тенкӗпе танлашать. Ҫавна май налук сумми 1 050 ытларах пулӗ.