Чӑваш Енри ҫулсемпе (тӗрӗссипе, Раҫҫейӗн кирек хӑш тӑрӑхӗнче те) пынӑ чухне ҫул хӗррисенче хӗрессем, палӑксем лартнине асӑрхама пулать. Ҫул ҫинчи инкекре вилнисене асӑнса тӑванӗ-пӗлӗшӗ ҫав вырӑна ҫапла паллӑ тӑвать. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак йӑлана пӑрахӑҫласшӑн. Ҫак ыйтӑва вӑл планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра ҫул хӗрринче кӑшӑлсем, картасем, палӑксем нумайланнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫула ҫак хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтармала мар, кун валли ятарлӑ вырӑн — масар — пур. Республика Элтеперӗ ку ыйтӑва 10 ҫул каяллах ҫӗкленине аса илтернӗ. Ун чухне муниципалитетсем ҫул хӗррисене палӑк-хӗрессенчен тасатнӑ.
Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, масар хатӗр-хӗтӗрӗ водительсен психикине япӑх витӗм кӳрет, авари пулас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Вӑл ку ыйтӑва правительствӑна, муниципалитетсене уҫӑмлатма хушнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Еврей автономи облаҫӗн депутачӗсем ҫак ыйтӑва Раҫҫей шайӗнче ҫӗкленӗ. Вӗсем ҫулсене хурлӑха аса илтерекен вырӑна ҫавӑрмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Депутатсем саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫул хӗррине вилнисене асӑнса хӗрессем, палӑксем лартма юрамасть. Саккуна пӑснӑшӑн штраф тӳлеттерме сӗннӗ. Документа Патшалӑх Думине ярса панӑ.