Кӑҫал ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ Пӗтӗм чӑвашсен диктантне Культура ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ.
Кӑҫалхи диктант текстне поэт, тележурналист, ЧР Пашалӑх премийӗн лауреачӗ, ЧР ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ Марина Карягина ҫырни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие кӑҫал хальлӗхе 800 ӗҫе тӗрӗсленӗ. Вӗсен йышӗнче — шкул ачисем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, журналистсем, чиновниксем. Диктанта куҫӑн мар майпа та ҫырма май пулнӑ (диктант тексчӗ Чӑваш наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче, Наци телерадиокомпанийӗн официаллӑ сайтӗнче янӑранӑ), ҫавӑнпа хальлӗхе ку мелпе мӗн чухлӗ ҫын ҫырнине пӗлтермен-ха.
Пӗлтӗр, аса илтеретпӗр, Юрий Сементер хатӗрленӗ текста 2000 ытла ҫын ҫырнӑ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал ку хисеп 3 пинрен иртнӗ.
Пӗтӗм вырӑс диктанчӗ те, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ те пӗлтӗр республикӑра пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ. Кӑҫал вырӑс диктантне, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫын сахалрах ҫырнӑ.
Ҫак акцисен сумӗ республикӑра ҫултан-ҫул ан чактӑрччӗ, пачах тепӗр май – вӑйлӑланса пытӑр. Акцие ҫулсерен хутшӑнса чӗлхене хисепленине, юратнине кӑтартасчӗ.
Agabazar // 2748.52.8929
2014.04.29 18:20 | |
хăшĕ Марина Карягина — сылтăмри е сулахайри? |