Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш чӗлхи кунне халаллать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 22.04.2014 14:56 | 1145 хут пӑхнӑ
Культура «Чӗрӗ сӑмах» ревю саманчӗ
«Чӗрӗ сӑмах» ревю саманчӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн республикӑри район-хулара наци постановкисене лартать.

Нумаях пулмасть Иосиф Трерӑн «Чӗрӗ сӑмах» ревю Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче тата республикӑри Элӗк районӗнче пулнӑ. Постановкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмешкӗн тӑратнӑ. Спектакле курнӑ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер, театр артисчӗсем, Чӑваш Республикинчи аслӑ шкулсен преподавателӗсем районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, вӗренӳ, ҫамрӑксемпе ачасем хушшинче чӗлхене сарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Учительсем каланӑ тӑрӑх, наци спектаклӗсене кӑтартни лайӑх витӗм кӳрет. «Чӗрӗ сӑмах» постановкӑна вӗсем хӑйне евӗр вӗренӳ пособийӗ тесе палӑртнӑ. Унӑн чӗлхи ҫӑмӑл, вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать.

Спектакль — чӑваш поэзийӗн сӑнӗ. Кунта Ҫеҫпӗл Мишшин, Геннадий Айхин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн сӑввисем янӑраҫҫӗ. Авторсен хайлавӗсенче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки, савӑнӑҫӗпе хуйхи сӑнланнӑ. Фильм кадрӗсем, сӑнӳкерчӗксен хроники, кӗвӗ иртнӗ пурнӑҫа илсе ҫитерет. Пӗрремӗш планра — Поэт сӑнарӗ. Вӑл ӗмӗрти пулӑмсем пирки пӑшӑрханать.

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче XX ӗмӗр поэзин историйӗпе Ҫӗмӗрле хулин ачисем паллашнӑ. Канаш, Патӑрьел районӗсенче те анлӑ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Мӗншӗн унта-ха? Кунта чӑваш поэзийӗн классикӗсем Ҫеҫпӗл Мишши (Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ), Митта Ваҫлейӗ (Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗ), Геннадий Айхи (Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗ). Паян Ҫамрӑксен театрӗнче П.Осиповӑн «Айтар» спектаклӗ пулӗ. Акан 26-мӗшӗнче Юхма Мишшин «Пюрнескепе унӑн тусӗсем» постановкӑна лартӗҫ.

#Ҫӗпрел районӗ, #чӑваш чӗлхи, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Тутарстан, #Канаш районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Элӗк районӗ, #ҫамрӑксен театрӗ, #театрсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем