Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей Конситуцине чӑвашла куҫармашкӑн ӗҫ ушкӑнӗ йӗркелесшӗн.
Конституцие унччен те чӑвашла куҫарнӑ-ха. Анчах ҫак ӗҫе тепӗр хут тума тивет-мӗн. Пӗтӗмпех мар. Ахӑртнех, сӑмах кунта РФ Конституцине Раҫҫей йышне Крым тата Севастополь кӗнӗ май улшӑнусем кӗртни пирки сӑмах пырать. Ҫавна май Конституцин 65-мӗш статйине улӑштарма тивнӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри информаци вырӑсла пулни те ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать. Анчах чӗлхеҫӗсем чӑваш халӑхӗ ҫӗнелнӗ Конституцие чӑвашла ҫеҫ лайӑхрах ӑнланнине ҫирӗплетеҫҫӗ-мӗн.
Сӑмах май, Чӑваш Республикин Конституцине те чӑвашла куҫарнӑ. 2012 ҫулхи кӗркунне блогерсем палӑртнӑ тӑрӑх, cap.ru официаллӑ сайтра ӑна вырнаҫтарнӑ, анчах документра чӑваш саспалли вырӑнне чарӑну паллисем тата «ё» саспалли курӑнаҫҫӗ. Шӑв-шав ҫӗкленнӗ пулин те сайт администрацийӗ Конституцин вуланакан версине халӗ те вырнаҫтарман-мӗн.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.16 18:23 | |
Чăвашсене Чăваш республикин Конституцийĕ те çитет. Çав сăлтав пирки Вырăс Ен Конституцине чăвашла куçарма кирлĕ мар. | |
Agabazar // 1564.16.9091
2014.04.16 20:55 | |
"Ытла ăслă" эсир, Микулай. Ун пек "ăслă" пулнинчен нимĕнле усă та çук. Сиен çеç. | |
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.17 20:14 | |
Вырăссене - Вырăс Ен Конституцийĕ, чăвашсене - Чăваш республикин Конституцийĕ. |