Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Вула, Элӗк ен!» фестиваль иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.04.2014 21:28 | 1945 хут пӑхнӑ
Культура

Элӗк районӗнче «Чаваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн наци кӗнекин «Вула, Элӗк ен!» фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн районта «Чи лайӑх буктрейлер», «Вулав лидерӗ — 2013» конкурссем пулнӑ.

Элӗкри тӗп вулавӑшра методика материалӗсен «Тӑван сӑмах сасси…» пухмач хатӗрленӗ: ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗ пирки слайдсем, буклетсем тата ыттине тунӑ.

«Вулав лидерӗ — 2013» конкурсра ӳсӗме кура чи нумай вулакансене тупса палӑртнӑ. 7–14 ҫулсенчи ушкӑнра Шӗмшеш шкулӗнчи Карина Семенова (385 кӗнеке вуланӑ), Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вӗренекен Елена Тайгильтова (404 кӗнеке) ҫӗнтернӗ. 15–22 ҫулсенчи ушкӑнра Ураскилтри Ксения Григорьева 352 кӗнеке вуласа ҫӗнтернӗ. 22 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче тивӗҫлӗ канури Вячеслав Михайлов (310 кӗнеке), Людмила Сергеева (285 кӗнеке), Валентина Михайлова (317 кӗнеке) ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫесем «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗнче «Вулав лидерӗ» номинацире хутшӑнӗҫ.

«Чи лайӑх буктрейлер» конкурсра кӗҫӗннисем хушшинче Анатолий Смолинӑн «Озорная азбука» кӗнеки тӑрӑх хатӗрленӗ буктрейлер ҫӗнтернӗ (Питӗшри вулавӑш). Ҫамрӑксен ушкӑнӗнче Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекипе тунӑ буктрейлер малта пулнӑ (Элӗк). Аслисен йышӗнче Александр Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗ, (Ураскилт), Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» кӗнеки (Кӗҫӗн Тӑван тата Мӑн Вылӑ) тӑрӑх хатӗрленӗ буктрейлерсем ҫӗнтернӗ.

Элӗкри тӗп вулавӑшра С.Павловпа, У.Эльменпе, Лӗпӗшпипе (Л.А.Шашакина) тӗлпулусем йӗркеленӗ.

Элӗк районӗнче фестивальпе килӗшӳллӗн 102 мероприяти, 38 кӗнекӗ куравӗ иртнӗ.

#Элӗк районӗ, #кӗнекесем, #вулавӑшсем, #Элӗк, #Питӗш, #Мӑн Вылӑ, #Кӗҫӗн Тӑван, #Ураскилт, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем