Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Хавал» пӗрлӗх Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлнелли сессие чӑвашла ирттерме сӗнсе ҫырупа тухнӑ.
«Чӑваш Республикин Конституцийӗпе республикӑра икӗ чӗлхе: чӑвашла тата вырӑсла — пӑхса хӑварнӑ. Апла тӑк чӗлхесене усӑ курассипе нимӗнле чӑрмав та пулмалла мар. Ҫавӑнпа та эпир Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлнелли сессие чӑвашла ирттерме ыйтатпӑр», — тенӗ иккен ҫырура. «Енчен те чӑваш чӗлхие патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе хут ҫинче кӑна каламастпӑр пулсан Патшалӑх Канашӗн сессине ҫулталӑкра пӗрре кӑна мар, тӑтӑшах чӑвашла ирттермелле», — тесе каланӑ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата асӑннӑ организацин пайташӗсенчен пӗри.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче (ун чухне Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ) паллӑ тӑваҫҫӗ.
Чӑвашла пӗлменнисем валли «хавалҫӑсем» синхронлӑ куҫару йӗркелеме сӗнеҫҫӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат сесси вӑхӑтӗнче чӑвашла калаҫма хӑтланни 2011 ҫулта хирӗҫ-тӑрупа вӗҫленнине аса илтерет. Ун чух Чӑваш наци конгресӗн президентӗнче тӑрӑшакан Геннадий Архипов чӑвашла калаҫни хӑш-пӗр депутата килӗшмен иккен, вӗсем ӑна вырӑсла калаҫма хушнӑ. Ун чух Патшалӑх Канашӗн председателӗ пулнӑ Михаил Михайловский «тӗп чӗлхе — чӑваш, ун хыҫҫӑн вырӑс чӗлхи» тесе кӑшт ӑнӑҫсӑртарах персе янине хӑшӗсем хӑйсене май ҫавӑрттарса хытах шӑв-шав ҫӗкленӗ.
