Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пирӗнпе Одюков калаҫать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ирина Дегтярева 16.10.2008 22:54 | 1834 хут пӑхнӑ

Халь пурте тенӗ пекех Адюков юрӑҫа пӗлеҫҫӗ. ХХ ӗмӗрти чӑваш культуринче ун евӗрлӗ хушаматлӑ тата тепӗр пултаруллӑ ҫын пурччӗ. Вӑл — халӑх сӑмахлӑхӗн хастар тӗпчевҫи тата ӑста преподаватель Иван Ильич Одюков профессорччӗ. Чунӗпе-сӑнӗпе илемлӗ те килӗшӳллӗ ҫынччӗ. Унра ыр кӑмӑллӑх тапса тӑратчӗ. Вӑл 40-мӗш ҫулсенче вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ, Ленинграда хӳтӗлесе йывӑр аманнӑ, Тухӑҫ Европӑна фашизмран хӑтарма хутшӑннӑ. Ҫӗнетӳ хумӗпе университетра чӑваш филологийӗпе культурин факультечӗ ҫуралсан Иван Ильич ун сӑпкине сиктерекенсенчен пӗри пулчӗ.

Мӗн тӑвӑн, пӗр шелсӗр вилӗм никама та хӗрхенмест – 1995 ҫулта вӑл пирӗн юратнӑ вӗрентекенӗмӗре, ӑсчахӑмӑра ӗмӗрлӗхех уйӑрса кайрӗ...

Тӗлӗнмелле, ҫак эрнере эп унпа калаҫнӑнах, ун сӑмахне илтнӗнех туйрӑм. Мӗн тери савӑнӑҫ! И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн издательствинче И.И.Одюковӑн «Суйласа илнӗ ӗҫсем» хулӑн кӗнеки (648 стр.) пичетленсе тухрӗ. Ӑна ӑсчах ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнекере сӑмахлӑх тӗпчевҫин пӗлтерӗшлӗрех ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсен хушшинче чӑвашлисем те, вырӑслисем те, тӗрлӗ ҫӗрте хӑй вӑхӑтӗнче пичетленнисем те, архивра черет кӗтсе выртнисем те пур. Кӗнекене тӑрӑшуллӑн пухса хатӗрлекенӗ — Иван Ильичӑн пархатарлӑ вӗренекенӗ, Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн пуҫлӑхӗ В.А. Ендеров пулчӗ. Кӗнеке страницисене уҫнӑ май И.И. Одюковӑн манӑҫма пуҫланӑ тӳлек сасси, ӑшӑ кулли хӑлхана ачашлать пек. Вӑл каллех пире лекци вуланӑн е коридорта чунтан сӑмахланӑн туйӑнса каять. Кӗнекере ӑслӑлӑх статйисемпе тишкерӳсем те, асаилӳсемпе документсем те, ҫырусемпе хаклавсем те вырӑн тупнӑ. Иван Ильичӑн тӗлӗкӗсем те уйрӑм пай йышӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен асамлӑхӗпе тыткӑна илеҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче университетри чӑваш филологийӗпе культурин факультетӗнче ҫак кӗнекен уявӗ иртрӗ. Ӑна «Ашмарин вулавне» пухӑннӑ тӗпчевҫӗсемпе пӗрле палӑртрӗҫ.

Ӑсчахсем вилмеҫҫӗ — вӗсем тӗпчев ӗҫӗсенче, кивӗ тата ҫӗнӗ кӗнекесенче, пархатарлӑ вӗренекенсен чун-чӗринче пурӑнаҫҫӗ. Яланах ҫапла пулинччӗ!

 

Ирина Дегтярева, Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑнти корреспонденчӗ

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #презентацисем, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем