«Ҫын куҫӗнчен пӑхмалла ан пултӑрччӗ», — тесе кукамай калани халӗ, ҫулсем кайнӑ май, тӑтӑшах аса килет.
Ҫапла, пӑхтарасси те, пӑхасси те ҫӑмӑл мар ҫав ӗнтӗ. Теприсем, ав, ваттисен ҫурчӗсене лекеҫҫӗ. Паян эпир унта мӗн сӑлтав ҫитернине тишкерме сӑлтав лартман та ытлашши шала кӗрсе каймӑпӑр.
Шупашкар районӗнче те пур ваттисен ҫурчӗсем. Тӳррипе, халӗ вӗсене раснарах калаҫҫӗ-ха — вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм. Темле ҫавӑрттарсан та тӗллевӗ пӗр ӗнтӗ: вӑй-халӗ чакнисем вӗсенче хӳтлӗх шыраҫҫӗ. Ҫын куҫӗнчен пӑхманнисем те пур-ха: килте пурӑнма май ҫуккипе унта куҫса кайнисенчен хал пуррисем асӑннӑ уйрӑмсен хушма хуҫалӑхӗнче — пахчара, выльӑх патӗнче — тӑрмашаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫса чуна уҫаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ районти Кӑрмӑшри уйрӑма уҫнӑранпа 100 ытла ҫын хӳтлӗх тупнӑ. Паян унта 22-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем валли вулавӑш та пур. Уяв чухне саламлама шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем тата вырӑнти художество пултарулӑх коллективӗсем пыраҫҫӗ. Ҫак уйӑхра унта, сӑмахран, А.Г. Григорьев 70 ҫул, А.Н. Фомина 75 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Уява юбилярсен тӑванӗсене те чӗннӗ.