Иртнӗ эрнере иртнӗ Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен комисси ҫул ҫитмен наркомансене палӑртассин тухӑҫлӑхне сӳтсе явнӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви иртнӗ ҫул 413 ҫамрӑк психоактивлӑ япаласемпе усӑ курнине шута илнӗ. 2012 ҫулхинчен ҫак йыш 15 процент нумайланнӑ. Наркологи патологиллӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче уйрӑмах йышлӑ шута илнӗ.
Ҫамрӑксем психоактивлӑ япаласем усӑ курассин профилактика тесе специалистсем ятарлӑ тест ирттернине калаҫҫӗ. 2011 ҫултанпа тест витӗр 13,5 пин студентпа вӗренекене кӑларнӑ.
Республика Элтеперӗ хӑрушлӑх категорийӗнчи тата тест тухма килӗшмен ҫамрӑксемпе уйрӑмшар ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. «Лару-тӑру лайӑхланмасть, ҫӗнӗ препаратсем тухаҫҫӗ, чӗнсе каланипе кӑна май килмӗ. Наркотик сутакан канмалли заведенисен хуҫисене тӗрлӗ мелпе хӗсмелле», — тенӗ Михаил Игнатьев.