Кӳкеҫри 27-мӗш професси училищине Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗпе пӗрлештерӗҫ. Ҫапла йышӑну патне «патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас тӗллевпе» пырса тухнӑ-мӗн. Ятарлӑ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Кӳкеҫри училищене 1979 ҫулта уҫнӑ. 2011 ҫулта вӑл автономи учрежденийӗ пулса тӑнӑ. Халӗ унта автомеханиксене, трактӑрҫӑсене, машина-трактор паркне техника тӗлӗшӗнчен тытса тӑракан тата юсакан ӑстасене вӗрентсе кӑлараҫҫӗ.
Училище пурлӑхӗ шутланни ӳлӗмрен техникум аллине куҫать. Тепӗр енчен, ҫапла калани тӗрӗсех те мар пулӗ. Вӗсем иккӗшӗ пӗр учреждени пулса тӑраҫҫӗ-ҫке. Училищене тата техникума тытса тӑма 2014–2016 ҫулсенче уйӑрма палӑртнӑ укҫа малашне пӗр кӗсьене — ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ учреждение — кайӗ.