Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нумаях пулмасть Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ «Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне» хатӗрленӗ. Унта 83 регион хутшӑннӑ. Чӑваш Ен вӗсен йышӗнче 9-мӗш вырӑна тухнӑ.
«Симӗс патруль» списока хатӗрленӗ чухне регионсене хакламашкӑн 15 индикатор илнӗ. Индикаторсем мониторингӑн виҫӗ сферине — промышленноҫпа экологи, ҫутҫанталӑк сыхлавӗн, социаллӑ экологи индексӗсене — палартнӑ. Пӗрремӗш ушкӑна атмосфера, шыв тата ҫӗр ресурсӗсен, биорессурсен кӑтартӑвӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗшӗнче — техносфера (продукципе пулӑшу, ӑслӑлӑхпа технологи, бизнес яваплӑхӗ, ЙХК (ТБО), промышленноҫ каяшӗсем). Виҫҫӗмӗш ушкӑна социум кӗнӗ (информаци-психологи климачӗ, вӗренӳпе культура, граждан обществи, влаҫ тата саккун).
Ҫавӑн пекех танлашӑма (рейтинга) регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пичетленнӗ статьясем, ӑслӑлӑх-тӗпчев организацийӗсен доклачӗсем лайӑх витӗм кӳнӗ. Регионта пурӑнакансем экологи тӗлӗшӗпе ӳпкелешнине те шута илнӗ.
Шупашкарти экологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, индекссен пӗтӗмӗшле сумми Чӑваш Ене 9-мӗш вырӑна тухма май панӑ. Тамбов облаҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Рейтингри юлашки вырӑнсене Дагестан Республики, Свердловск тата Челепи облаҫӗсем тивӗҫнӗ.
