Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑри 31 предприяти пӗр миллиард тенкӗ ытлалӑх продукци туса илнӗ. Кун йышшисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать иккен. 2011 ҫулта хайхисен шучӗ 25-пе танлашнӑ, пӗлтӗр — 27.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, «миллиардҫӑсен клубне» хальхинче республикӑри икӗ стройорганизаци — «СУОР» тата «9-мӗш ЖБК» тата тӑватӑ промышленноҫ предприятийӗ — «Чӑвашторгтехника», ИЦ Бреслер, «Элинокс» тата ЧЭТА — кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах миллиардҫӑсен списокӗнчен туха ӳкнисем пуррине те пӗлтерет Regnum информаци агентстви. Вӗсем — «Молочное дело» тата «Перкарбонат» обществӑсем. Пӗлтӗр вӗсем продукцие миллиард тенкӗлӗхех кӑларайман.
Миллиардҫӑсен шутӗнче республикӑри промышленноҫ предприятийӗсенчен 57 проценчӗ кӗнӗ-мӗн. Ҫак шутра пурте пӗлекен «Акконд», «Химпром», «Элара», Промтракторӑн темиҫе подразделенине (вӗсем халӗ кашниех уйрӑм обществӑсем шутланаҫҫӗ), ВНИИР, Чапаев ячӗллӗ савут, «Букет Чувашии» савут, «Дорисс», «Чӑвашавтоҫул» тата ыттисем пур.