Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнче хӑйне евӗрлӗ музей пур иккен — нумай пулмасть ун пирки «Чӑваш Ен» телеканал каласа панӑ. Ку музея килсен унпа паллашма кӑна мар май пулӗ, кил хуҫи — Людмила Данькова — хӑналаса та ярӗ.
Хӑнасене кунта яланах чӑваш юрри-ташшисемпе кӗтсе илеҫҫӗ. Килӗнче те авалхи япаласем нумай. Ку музея тӑвас шухӑш имӗш 6 ҫул каялла ҫуралнӑ — хӑйӗн упӑшкипе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӑна килне йӗркеленӗ. Авалхи япаласене те Людмина тахҫанах пухать имӗш — сахал мар пухӑннӑран музей йӗркелесси ҫуралнӑ та. Хӑш-пӗр япаласене кӳршӗсем те илсе килсе панӑ.
Чи кӑсӑклӑ япаласен шутӗнче ҫак хӑна музейӗнче (ҫапла ят памалла пуль?) 1876 ҫулхи сӑра пичкипе ҫӑпата пур. Ҫавӑн пекех музей 1900 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесемпе пуян. Ӗҫлекен патефон та кунта пур.
Музея хӑнасем килсех тӑраҫҫӗ. Аякран килнисем те пулкалаҫҫӗ. Хӑш-пӗр кун ҫемьисемпех килсе пурӑнаҫҫӗ — пӗлтерет вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекен кил хуҫи. Пӗрре ҫапла цирк артисчӗсем те хӑнара пулнӑ иккен — вара музейпе ҫӗменсем те, тилӗсем те паллашнӑ.
Яла ҫити ҫул ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарать Людмила Даньковӑна.