Халӑх обществин аталанӑвӗн фончӗ ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче ҫынсем хӑйсене телейлӗрех туйнин танлаштарӑшне (рейтингне) ҫурла уйӑхӗнче хатӗрленӗччӗ. Ӑна палӑртнӑ чух пурнӑҫ пахалӑхӗнчен ытла ҫынсен кӑмӑл-туйӑмне шута илнӗ тесе хыпарланӑччӗ ун чух. Ҫак хаклава телей танлаштарӑшӗ тесе те ун чух калама тытӑннӑччӗ.
Списока кварталсерен ҫӗнетсе пыма шантарнӑ евӗрех халӗ фонд ҫӗннине хатӗрленӗ. Регионсене ҫурла уйӑхӗнчи евӗрех хальхинче те тӑватӑ ушкӑнпа пайланӑ. Ҫулла Чӑваш Ен 64 балл пухса «пысӑк танлаштарӑша» кӗнӗччӗ. Чи пысӑккине ҫитме ун чух 2 балл ҫитейменччӗ. Хальхи рейтинг вӑхӑтӗнче телейлисен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те 66 балл пухайнӑ. Ҫынсене мӗн хаваслантарни пирки калама хӗн те, тен, вӑрӑм канмалли кунсем ҫывхарни савӑнтарнӑ-ши?