Патшалӑх служащисене хваттер парассине депутатсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ тата ҫирӗп черете пӑхӑнӗҫ тесе пӗлтерет «Правда ПФО» (чӑв. АФО чӑнлӑхӗ) сайт. Сӑмахӗ вара республикӑра патшалӑх служащисене хваттер туянма бюджетран тавӑрса памалла мар субсиди парас йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртни пирки пырать. Ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ, анчах укҫа кама лекнине ӳлӗмрен ҫирӗп тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Ҫак эрнере иртнӗ 18-мӗш черетлӗ сессире патшалӑх служби ҫинчен калакан улшӑнусем кӗртнӗ. Хваттер илме паракан субсидие шутласа панӑ чух стажа та тӗпе хурӗҫ. Тинтерех кӑна ура ярса пуснисене вӑл чылай ҫул тар тӑкакан ӗҫтешӗсемпе танлаштарсан 2–2,5 хут сахалрах тивӗҫӗ.