Арӑмӗпе упӑшки ҫӳпҫипе хупӑлчи тесе тӗрӗсех каланӑ ҫав ӗнтӗ ваттисем. Пӗрле ӗҫекенсем пирки те хӑш чух ҫапла калама юрать-тӗр.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пӗр кунӗнче Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 39-ти хӗрарӑмпа арҫын хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ӳсӗрскерсене йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта йӗркеллӗ тытмалли пирки асӑрхаттарма пӑхнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе вӗсене шалти ӗҫсен пайне илсе кайма тӑнӑ. Ҫакӑншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ хӗрарӑм полицире ӗҫлекен хӗрарӑмпа ҫапӑҫма тапранса кайнӑ — пуҫран чышкӑпа темиҫе хутчен ҫапса янӑ.
Аллине ирӗке яракан ӳсӗр хӗрарӑм Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче кухня ӗҫченӗнче тӑрӑшаканскер пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.