Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ ҫыннӑн влаҫ пирки манса каймалла. Ҫакӑн пек саккун проектне ҫак кунсенче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Кун пек йышӑнӑва либерал-демократсем кӑна хирӗҫ пулнӑ, вӗсем ӑна ку саккун ҫӗршывӑн конституцине хирӗҫленипе сӑлтавланӑ.
Пӗлтӗр вара ҫак саккуна тата ҫирӗпрех йышӑнма пӑхнӑ иккен. Ҫӗршывӑн «халӑх тарҫисем» ун чухне йывӑр е уйрӑмах йывӑр преступленишӗн айӑпланнӑ ҫыннӑн нихӑҫан та депутата та, мэра та, кӗпӗрнаттӑра та, президента та суйланма юрамасть тесе йышӑнма пӑхнӑ. Анчах ҫӗршывӑн Конституци сучӗ ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Суда айӑпланнӑ ҫын ҫулне «ҫӑварлӑхлани», пӗр енчен, тӗлӗнмелле тӗрӗс пек. Анчах хӑш-пӗр эксперт шучӗпе ку вӑл политика тӗлӗшӗпе айӑпланнисене ура хурас тени пулать.