Тӳррипе, Нарспи кӑна мар. "Айтарти" Пинерпи, "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ"-ри Улине, "Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗнчи" Эрнепи тата ытти рольсем. Кунсӑр пуҫне вырӑс классикӗсен мӗн чухлӗ хайлавӗнчи миҫе тӗп сӑнара калӑпламан-ши? Чӑваш театрӗн сцени ҫинче Нарспие нумай артист вылянӑ, анчах Нина Григорьева пекки пулманнине палӑртрӗ паян театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев. Тата вӑл кассӑна пырса "Паян Григорьева вылять-и?" - тесе ҫынсем ыйтнине, вӑл мар тӑк ҫаврӑнса кайнине аса илчӗ. "Сӗртӗнсе кӑна пӑхам-ха", - текенсем те пулнӑ иккен куракансем хушшинче халӑх юратнӑ артистка пирки. Е тата тупса илме ҫук вӑхӑтра Нина Григорьевӑна пӗр куракан Ӗренпур тутӑрне парнеленине аса илчӗ вӑл. Ҫак аса илӳсен авӑрне Валерий Яковлев Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин Нина Григорьевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ вӑхӑтра путрӗ.
Нина Григорьева 1938 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 23-ре чухне вӑл Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтне вӗренсе пӗтернӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Паян та вӑл тӑван, ҫак ҫулсенче вӑл ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, сцена ҫинче вылять.
Хӑйӗн пӗрремӗш рольне, «Ромеопа Джульеттӑри» Джульеттӑна, вӑл паянхи пекех асра тытать. Ара, ун пеккине ӑҫтан манайӑн ӗнтӗ?! Вӑл роль пирки кашни актерах ӗмӗтленет пулӗ. Е тата маларах асӑннӑ Нарспи рольне илер-и! Кайранхисене вара пурне асӑнса та пӗтереймӗн. Хальхи вӑхӑтра театрта лартаканнисенчен тӗслӗх вырӑнне пӗр-иккӗшне кӑна асӑнар. Акӑ, «Шанель «пике» спектакльти Тамара Ивановна, «Укҫа чул кастарать»-ри — Альтук. Сӑмах май, юлашкинчен асӑннине лартрӗҫ те паян.
Саламлакансен хушшинче республика Элетепрӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов, культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш наци конгресӗн председателӗн ҫумӗ Валерий Клементьев, культура ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗн председателӗ Светлана Демидова, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, кӳршӗллӗ регионсен тата хамӑр патри театрсенчен тӑрӑшакансем пулчӗҫ. Саламлакансен хушшинче пӗр театрта ҫавӑн пек шайри виҫӗ "акула" (кунта сӑмах Вера Кузьмина, Нина Яковлева тата Нина Григорьева пирки пырать) ӗҫлени чӑн телей пулнине палӑртакан та пулчӗ. Чи кирлине вара артисткӑн мӑшӑрӗ Николай Григорьев, вӑл хӑй те пултаруллӑ сцени ӑсти пулнӑ ҫын, сунчӗ. Вӑл виҫӗ япала кӑна сунатӑп терӗ: "Сывлӑх, сывлӑх тата сывлӑх". Кун ҫумне тата мӗнех хушса калайӑн - ыттине Нина Григорьева тахҫанах ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутра - ятне-сумне те, пин-пин куракан юратӑвне те. Сывлӑх кӑна ҫыншӑн нихӑҫан та ытлашши пулас ҫук. Вӑл пулсан Нина Григорьева пире тата чылай ҫул сцена ҫинче савӑнтарӗ.