Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫитес тӗнче кубокӗ кӑҫӑлхи олимпиадӑ умӗн хӑвӑрт утакансем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултаракан юлашки пысӑк мероприяти пулать. Ҫавна кура чикӗ леш енчи информаци агенствисем те, информаци кӑларӑмӗсем те унпа интересленеҫҫӗ — вӗсем Шупашкара килме хатӗрленеҫҫӗ те ӗнтӗ. Кунта вӗсемпе Чӑваш Республикин культурӑпа халӑхсен ӗҫӗсен тата информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствинчи ҫынсем тата пресс-центр ертӳҫи Полина Кролькова ӗҫлӗҫ.
Паян вӗсем пухӑнса малаллахи ӗҫе сӳтсе яврӗҫ. Журналҫӗсем ӗҫлемелли оборудовани ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех хатӗр пулӗ. Вӑл кун Шупашкара ИААФ пресс-делегачӗ Янис Николау ҫитмелле.
Чӗлхе йывӑрлӑх ан кӳтӗр тесе кашни патшалӑх представителӗ ҫумне пӗршер тӑлмач уйӑрӗҫ. Кашни уйрӑм ӑмӑрту хыҫҫӑн пресс-центрта пресс-канашлу иртӗ.
Пресс-центр ӗҫченӗсем тепӗр хут ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пухӑнӗҫ.
тусăмсем пĕлеççĕ // 7080-0579
2008.04.30 20:16 | |
анчах чăваш чĕлхи никамшăн йывăрлăх! (ун çине сурнипе)... | |
Ajdush // 2904.99.1687
2008.05.01 21:38 | |
Чăваш чĕлхипе мĕн те пулин пур-и? Е ют чĕлхепе çеç? | |
