Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Оринин халӑх театрӗ 95 ҫулта!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Людмила Родионова 12.12.2013 10:51 | 3953 хут пӑхнӑ
Культура

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ,

Хӑй пурнӑҫпе вӑл пурӑнать.

Ялан малти ретре вӑл пулӗ,

Ялан пурнӑҫа вӑл ҫутатать.

Артист — театрӑн пӗр пӗрчи вӑл,

Анчах та унсӑр ним те ҫук.

Артист — хӗвел, вӑлах ҫут ҫӑлтӑр,

Вӑл ҫутатать хӑй ҫуннӑ чух!

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Орининти информаципе культура центрӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта паян пурте пӗлекен, халӑх юратакан Оринин халӑх театрӗ 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Хӑйӗн тахҫанхи йӑли-йӗркипе Оринин — чӑннипех те театр сали. Оринин халӑх театрӗ ял историйӗнче темӗнле уйрӑм, пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ӗлӗкех, кино та, телевизор та пулман чухнех этемлӗх театр енне туртӑннӑ. Мӗншӗн тесен театр — илӗртӳ тӗнчи, театр — туйӑмлӑх тӗнчи, театр — асамлӑх тӗнчи. Шекспир каланӑ сӑмахсене аса илсе «Оринин ялӗ вӑл хӑй театр» тесе калас килет. Чӑн та, Оринин ялӗнче театр ӗҫне хутшӑнман ҫынна тупма та йывӑр. Театр чапӗ вара тахҫанах тӑван Муркаш районӗнчен тухса пӗтӗм Чӑваш Республикипех сарӑлнӑ. Паянхи кун ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ Оринин халӑх театрӗн артисчӗсем.

Уяв программи Ф.Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакльти сыпӑкпа пуҫланчӗ. Палӑртса хӑвармалла, тӗп рольсенче 28 ҫул каялла ҫак спектакльте хутшӑннӑ артистсемех вылярӗҫ, массӑллӑ сценӑра вара Мулкачкасси клубӗ ҫумӗнчи «Пучах» фольклор ушкӑнӗ пулчӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ҫулсенче лартнӑ, халӑха килӗшекен спектакльсен сыпӑкӗсене те курма май килчӗ. Уява Николай Григорьевпа Венера Васильева питӗ ӑста ертсе пычӗҫ. Саламлама килекенсем те сахал мар пулчӗҫ: депутатсен районти Пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ, «Росгосстрах» районти уйрӑмӗн ертӳҫи В.И. Вязов, Оринин ял администрацийӗн пуҫлахӗ А.С. Волков, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫласа пыракан Т.А. Шамсеева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн театр искусствин методисчӗ В.Н. Григорьев, коммунистсен партийӗн Чӑваш Республикин уйрӑмӗн контрольпе ревизи комиссийӗн председателӗ, нумай ҫул хушши Оринин халӑх театрне хутшӑннӑ Ю.П. Васильев, Чӑваш академи драма театрӗн артистки Н.Кузьмина, паянхи кун Оринин халӑх театрӗн режиссерӗ пулса ӗҫлекен, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ А.Андреев, Чǎваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Андриян Павлов, «Районти ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ» муниципаллӑ бюджет учрежденийӗн информаципе методика центрӗн ертӳҫи Н.З.Егорова, Москакассинчи информаципе культура центрӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г.Г.Голубева саламларӗҫ. Етӗрне районӗнчи Асламас халӑх театрӗн артисчӗсем те хӑйсен тус-тантӑшӗсене саламлама килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем А. Иванов пьеси тӑрах лартнӑ «Судра» камите питӗ ӑста выляса пачӗҫ.

Хӑнасем Оринин театрӗн артисчӗсене саламласа ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. Артистсене тав ҫырӑвӗсем, хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.

Уява пухӑннисем Оринин халӑх театрӗн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, кунта тӗрлӗ ҫулсенче вылянӑ артистсене аса илчӗҫ. Паянхи кун та ҫак театрта чунне парса ӗҫлекен артистсен пултарулӑхӗпе савӑнчӗҫ. Сцена ҫинче ҫамрӑк артистсем выляни (А.Угольников, О.Сорокина, В.Порфирьева) пире савӑнтарать, театрӑн малашлӑхӗ пурри вара — куҫкӗрет. Уяв Н. Угарин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» драмӑпа вӗҫленчӗ. Спектакль вӗҫленсен те куракансем килӗсене саланма васкамарӗҫ, ура ҫине тӑрса нумайччен артистсене саламласа тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ.

Ҫак уява ирттерме пулӑшнӑшӑн В.Г.Иванова, Е.Ф.Никитинӑна, В.А. Калинина, Г.Г. Михайлова тав сӑмахӗ калатпӑр.

#Москакасси, #Муркаш районӗ, #Оринин, #халӑх театрӗсем, #театрсем, #Мулкачкасси, #юбилейсем

 

Комментари:

Agabazar // 4046.17.7404
2013.12.12 13:58
Agabazar
оринин мар, ТУТАРАНЬ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем