Калӑн, пӗве юсанӑ. Анчах Муркаш районӗнчи Купӑрля пӗви ахальскер мар. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗн Николай Никольскин ашшӗ тунӑ пулнӑ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве япӑхма тытӑнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Тепӗр тесен, эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна юсамасӑрах пурӑнман пулӗ. Ахальлӗн ҫавӑн чухлӗ ҫул хушшинче вӑл тахҫанах япӑхса юрӑхсӑра тухса каймалла. Халӗ вара пӗверен ытла пӗве пуҫӗ патӗнчен иртекен асфальт ҫул шывпа йӗпенсе тӑма тытӑннӑ. Пӗвене юсамасан ҫул та япӑхса кайма пултарнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗ халӑха пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлемен. Ара, пӗве выльӑх-чӗрлӗхе тата йӑрана шӑварма та, пушар тавраш (усалли ан пултӑр та) тухсан шыв илме те кирлӗ-ҫке. Ильич ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ техника уйӑрса панӑ. Ял ҫыннисенчен Л.В. Прокопьев, В.В. Ипатьев, М.М. Васильев, А.Н. Никифоров уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫленӗ-мӗн.
Сӑнсем (9)