Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Арҫури» авторӗ ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитнине палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 02.12.2013 22:40 | 3239 хут пӑхнӑ
Культура

«Хӗвел тухсан Хӗветӗр, эсир ӑна пӗлетӗр, хӗвне ҫӑкӑр чикрӗ те тухрӗ-кайрӗ вӑрмана хӑрӑк турат пуҫтарма». Ҫак йӗркесене ас туман ҫын пур-ши? Унӑн авторӗ кам иккенне те пурте пӗлеҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Ҫапла, вӑл — Михаил Федоров. Вилӗмсӗр «Арҫури» баллада авторӗ. Тепӗр тесен, хальхи вӑхӑтра ку хайлав жанрне епле каланине пӗлместӗп. Эпир аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне баллада мар тенине те астӑватӑп.

Паллӑ этнограф тата педагог ҫуралнӑранпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 165 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа Михаил Федоровӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, «Арҫури» авторӗ унти Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Михаил Фёдоровӑн ҫуралнӑ кунӗнче Ҫичӗпӳрт ялӗнчи культура ҫуртӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Унта Мари Эл республикинчи (Михаил Федоров мари халӑхӗшӗн те сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ) «Ушанлык» халӑх фольклор ансамблӗ те килсе ҫитнӗ. Унти хӑнасем «Арҫури» авторӗн тӑван ялне ҫитсе асӑну хӑми патне (ӑна Михаил Федоров ҫуралнӑ кил тӗлне хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ) чӗрӗ чечек хунӑ. Кайран асӑну каҫне уяв концерчӗ тӑснӑ.

Сӑнсем (7)

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Хурапха, #Ҫичӗпӳрт, #Мари Эл, #концертсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем