Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр округӗнчи Киря поселокӗнче васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Надежда Баранова 75 ҫулти арҫынна леш тӗнчерен тавӑрнӑ темелле. Водителӗ ун чухне Александр Сергеев пулнӑ.
75-ри арҫын кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗр сехет чӑтнӑ. Ҫав тери япӑх пулса кайсан кӑна вӑл медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ, тути тата пӳрнисем кӑвакарнӑ. Фельдшер унӑн коронарлӑ синдром пулнине палӑртнӑ. Тухтӑрсем пӗр минута та сая яман – Надеждӑпа Александр тромболитлӑ терапи ирттернӗ. Ку коронарлӑ артерири хӑрушӑ тромба ирӗлтерме пулӑшнӑ. Кун хыҫҫӑн пациент хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ. ЭКГ кӑтартӑвӗсем те лайӑхланнӑ.
Пациента Улатӑр районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Унта ӑна тухтӑрсем малалла пулӑшу панӑ.
