Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн пайташӗсем тата сцена ветеранӗсем пулнӑ. Йышра пӗрлӗхӗн ертӳҫи Евгений Урдюков, унӑн ҫумӗ Зоя Яковлева, союзӑн правленийӗн пайташӗ Галина Скворцова тата сцена ветеранӗ, Оперӑпа балет театрӗн артисчӗ пулнӑ Тамара Симонова пулнӑ.
Социаллӑ учреждени ертӳҫисем центр кӳрекен пулӑшу ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Унта, аса илтерер, ачасемпе ваттисем таранах пулӑшаҫҫӗ. Тӗлпулу ырӑ кӑмӑллӑ самантсемпе те асра юлнӑ. Хӑнасем тата вӗсене кӗтсе илекенсем пӗр-пӗрин валли пӗчӗк парне хатӗрленӗ. Социаллӑ центр директорне Светлана Милкинӑна пӗрлӗх Тав хучӗпе чысланӑ.
Тамара Симонова вара а капелла мелпе виҫӗ юрӑ юрласа панӑ.
