Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Мӑн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.11.2026 17:18 | 9 хут пӑхнӑ
Культура
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Мероприятие И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн тӗп залӗнче пуҫтарӑннӑ.

ЧНК Президенчӗ Валерий Клементьев конгресӑн ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетсе доклад тунӑ. Унччен вара делегатсене чӑваш парламенчӗн депутачӗ Владимир Викторов саламланӑ.

Ларура ЧНКн районсенчи уйрӑмӗсенчи хастарӗсем, Санкт-Петербург, Мускав хулисенчен, Самара облаҫӗнчен, Крымпа Севастополь, Тӗмен тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ делегатсем тухса калаҫнӑ. Унсӑр пуҫне хамӑр тӑрӑхри ҫынсем те сӑмах илнӗ. Вӗсем чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗпе пурнӑҫри вырӑнӗ ҫинчен те сӑмах хускатнӑ.

Мӑн Канашра ХII Аслӑ Пуху валли делегатсен шутне ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май каласан, вӑл килес ҫулхи пуш уйӑхӗнче пулӗ.

#чӑвашлӑх, #ларусем, #Шупашкар, #Питӗр, #Мускав, #Тӗмен, #Севастополь, #Крым, #Самара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем