Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Мӗн кӗтессине пӗлме пӑрахрӑмӑр. Ку пурнӑҫра нумаях та пурӑнмастпӑр пек. Анчах пире тӗлӗнтерме халӗ ҫӑмӑл мар.
Мӗн кӗтет-ши пире? Ыран? Тепӗр эрнерен? Уйӑхран? Ҫулталӑкран? Пилӗк ҫултан? Пӗлместӗп. Пуласлӑх пирки шухӑшлама та йывӑр. Тӗллевсем лартатӑн — пурнӑҫлама тӑрӑшатӑн, анчах паянхи кун пурнӑҫе сана тапса ӳкерет, куҫунтан пӑхса питӳ ҫине сурса хурать, эсӗ ним тума пултарайманнине курса хырӑм тытса ахӑлтатса санран кулать. Ҫавах та эсӗ шанчӑка ҫухатмастӑн. Ара, ырӑ усала ҫӗнтерессине мӗн пӗчӗкрен юмахсем урлӑ пӗлетпӗр-ҫке. Хӑҫан та пулсан тӗнчипе сарӑлнӑ усала ырӑ ҫӗнтеретех тесе ӗненес килет.
Ыранхи кун мӗн кӗтессине пӗлме пӑрахрӑмӑр», — ҫакӑн пек калать Константин Доброхотов чӑваш блогерӗ хӑйӗн блогӗнче.
Ку хыпара вуланисенчен тӗрлӗрен йышӑннисем пур. Раиса Ермошкина ятлӑ ҫын, ав, «Питӗ тӗрӗc шухӑш...», — тесе хакланӑ. Елена Нарби вара: «Костя, мӗн пулнӑ? Ма пессимизм ӑшне кӗрсе ӳкнӗ эсӗ? Хӑратсах пӑрахрӑн...», — тесе пӑлханнӑ.
