Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Кубок Шупашкарта иртни — пысӑк чыс»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.04.2008 18:34 | 1706 хут пӑхнӑ

Ҫу уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче Шупашкарта иртекен XXIII Тӗнче кубокӗччен шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. Хатӗрленӳ ӗҫӗсем палӑртнӑ планпа килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Эпир вара хӑвӑрт утас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ентешӗмӗрсенчен, тӗнчипе паллӑ спортсменсенчен вӗсем Тӗнче кубокӗ пирки мӗн шухӑшланине ыйтса пӗлес терӗмӗр.

 

Елена Николаева, Олимп чемпионки:

- XXIII Тӗнче кубокӗ шӑпах пирӗн республикӑра - Шупашкарта - иртнишӗн эпир пурте питӗ мухтанатпӑр, мӑнаҫланатпӑр. Пирӗншӗн ку - пысӑк чыс. Пысӑк мероприятире хам хутшӑнманнишӗн кӑшт пӑшӑрханатӑп, паллах, ҫапах та ҫак ӑмӑрту маншӑн - чӑн-чӑн уяв. Кубокра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен тӑватӑ спортсмен халӗ мӗн тери хумханнине питӗ лайӑх ӑнланатӑп. Ҫӗршыв чысне тӑван килте хӳтӗлеме тата йывӑртарах-ҫке, ку - пысӑк яваплӑх. Эпӗ вӗсене пурне те ӑнӑҫу сунатӑп.

Владимир Андреев, Олимп вӑййисен призерӗ:

- Спортра ялан ӗҫлемесӗр, тренировкӑсене ҫӳремесӗр, тарламасӑр пысӑк ҫитӗнӳсем тума май килмест. Хӑвӑрт утассипе XXIII Тӗнче кубокне Раҫҫейӗн пысӑк хулисенче мар, шӑпах Чӑваш Енре ирттерме палӑртни пӗтӗм чӑваша мӑнаҫлантарать. Ку пирӗншӗн - чыс. Ҫак уява пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, пирӗн спортсменсем ҫӗнтерессе шанаҫҫӗ, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пуласса ӗненеҫҫӗ.

Александра Деверинская, тӗнче тата Европа рекордсменки:

- Тӗнче кубокӗ пирӗн патра иртни Чӑваш Республикинче пурӑнакансемшӗн питӗ пысӑк чыс. Ҫак ӑмӑртӑва хӑйсем патӗнче ирттерессишӗн нумай ҫӗршыв тӑрӑшрӗ, ИААФ канашӗ вара Чӑваш Ене суйласа илчӗ. Кубока Шупашкара «илсе килнӗшӗн» ЧР Президентне, хӑвӑрт утас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ентеш спортсменсене тав тӑвас килет. Пысӑк ҫак ӑмӑртӑва хутшӑнакан спортсменсене вара чӑваш ятне ҫӳлти шайра тытса пыма, пирӗн ӗҫе малалла та тивӗҫлипех тӑсма телей сунас килет.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Тӗнче кубокӗ-2008, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем