Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Илья Прокопьева халалласа курав уҫӑлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.07.2026 10:44 | 310 хут пӑхнӑ
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «И.П. Прокопьев – учитель, воин, государственный деятель» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Илья Прокопьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин участникӗ, 1974-1988 ҫулсенче КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. Ӑна ултӑ хутчен Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ.

Куравра Илья Прокопьев кӗнекисен коллекцийӗ вырӑн тупнӑ. Ҫав шутра ӑна паллӑ ҫынсем автографпа парнеленӗ кӗнекесем те пур. Вӗсене Андриян Николаев космонавт, Расул Гамзатов поэт, Федор Моргун аграри-ученӑй, Василий Дмитриев историк, Вера Кузьмина артистка, Николай Овчинников художник тата ыттисем алӑ пусса парнеленӗ.

Куравра сӑнӳкерчӗксем, архив докуменчӗсем те пур.

#куравсем, #вулавӑшсем, #астӑвӑм

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулакан // 1438.3.1064
2026.07.29 20:49
Прокопьевпа Ислюквсене КПРФсем тем пек ырласан та, шӑп та ҫавсем ертсе пынипе Ҫӗршывӑмӑр арканнине манар мар. Талонлӑ Раҫҫей ертӳҫисем пулман тӑк никам та парне парас ҫук вӗсӗне.Овчиников ,Кузьминасем пуҫлӑх умӗнчи йӑпӑлтисем кӑна вӗсем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем