Йӑнӑшасси такамӑн та пулать-ха. Уйрӑмах — яш чухне. Ҫапах та хӑв ҫуратнӑ ачана урама шӑнса вилме тесе кӑларса хунине ниепле те ӑнланма ҫук. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче ҫуралнӑ тата унтах пурӑнакан 28 хӗрарӑм вара ҫавӑн пек хӑтланнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта пӗр хваттерте пулнӑ чух ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ҫӗнӗ чун ирхи тӑватӑ сехетре килнӗ. Унран хӑпас тесе хӗрарӑм ҫаппа ҫарамас ачана нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин умне, ҫӗр ҫине, пӑрахса хӑварнӑ. Хӗр ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫийӗнчех ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пепкене ача ҫуртне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн вунӑ кунтан хӗрарӑм тӗлӗшпе ачана вӗлерме тӑнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑма амӑш правинчен хӑтарнӑ. Кунсӑр пуҫне унран алимент шыраса илмелле тунӑ.