Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, Шупашкарти ломбардсенчен пӗрин директорӗ вара ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ. Хӑй укҫасӑр ҫын мар пулсан та туянма хытнӑ курӑнать — пӗҫертме шут тытнӑ. Хайхискер авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Шупашкар районӗнчи Юртукассине тухса вӗҫтерет. Контейнера ҫурӑм хыҫне ҫакса килейместӗн-ҫке — 1 000 тенкӗ тӳлесе машина тытать. Тара тытнӑ машина хуҫипе, вӑл та яваплӑ должноҫре тар тӑкаканскер пулнӑ, контейнера тиесе килеҫҫӗ те вӑрра кайма шут тытнӑ ҫыннӑн суту-илӳ павильонӗ умне лартса хураҫҫӗ.
Уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ахальтен каламан пуль ҫав чӑваш. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫӗтнине ял халӑхӗ часах асӑрхать. Унтан та ытларах — тиесе кайнине асӑрхакан та тупӑннӑ.
Контейнер вӑрланӑ 28-ти арҫыннӑн халь суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ют пурлӑха, ӑна Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗ 4950 тенкӗ парса илнӗ, вӑрланӑ пирки айӑплава ҫирӗплетсе Шупашкар район прокуратури ӗҫе суда ярса панӑ.