Ҫак уйӑхӑн 18–22-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Профессие суйласси» ятпа профориентаци кунӗсем иртмелле.
Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем ҫав вӑхӑтра шкул ачисемпе тӗл пулӗҫ. Аслӑ классенче вӗренекенсене предприяти-организацие илсе кайса кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Професси суйлас темӑпа сочинени ҫыртарасси таранах планласа хунӑ. Ӗҫлӗх центрӗн специалисчӗсемпе волонтёрсем пулас профессие тӗрӗс суйлама вӗрентӗҫ. Волонтёр терӗмӗр те, вӗсен вырӑнӗнче журналистсем те, библиотекарьсем те, рабочисем те, ял хуҫалӑх, ҫурт тӑвӑм тата промышленноҫ предприятийӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ ветерансем те пулӗҫ. Вӗсем кӑна-и — студентсемпе шкул ачисем хӑйсем те ку ӗҫе хастар хутшӑнӗҫ.
Акцие республикӑн Ӗҫлӗх центрӗ Информаци политикин, Культура, Вӗренӳ, Ял хуҫалӑх, Строительство тата Экономика аталанӑвӗн министерствисемпе пӗрле ирттерет.