Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Археологсем Норвегин кӑнтӑр енче кӗмӗл мул пуххи тупнӑ, унӑн калӑпӑшӗ питӗ пысӑк. Мёрстад уйӗнче пурӗ 4772 укҫа чавса кӑларнӑ. Ку ӗҫ иртнӗ уйӑхра металлоискательпе ҫӳрекенсем 19 тимӗр укҫа тупнинчен пуҫланнӑ. Ӑсчахсем ку пуянлӑха пирӗн эрӑн 1050-мӗш ҫулӗсен тӗлнелле ҫӗр айне пытарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Радарпа тӗпченӗ хыҫҫӑн унта викингсен вӑхӑтӗнче ҫынсем пурӑннӑ вырӑн пулманни палӑрнӑ. Кнут Пааше археолог каланӑ тӑрӑх, мула ял-хуҫалӑхран инҫерах, уйрӑм вырӑнта пытарнӑ. Кьетиль Лофтсгарден историк шухӑшӗпе, ку укҫа хуҫи тимӗр сутса пуйнӑ ҫын пулма пултарнӑ. Ун чухне тимӗртен хӗҫ-пӑшал, карапсем тата ӗҫ хатӗрӗсем тунӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсен хакӗ пысӑк пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем мул малтан юханшыв варринчи утрав ҫинче выртнӑ тесе палӑртнӑ. Ку вырӑн япала пытарма питӗ меллӗ пулнӑ.
