Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Тӑван Атӑл» журнал малашлӑхне сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.05.2026 17:11 | 30 хут пӑхнӑ
Культура
Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» литература журналӗн малашлӑхне сӳтсе явнӑ. Кун пирки эпир Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ, Ольбга Фёдорова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн странцинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.

«Хыпар» издательство ҫуртне ҫавра сӗтеле пухӑннисем тем пирки те калаҫнӑ: мӗнлерех материалсем пулмаллинчен пуҫласа гонорар ыйтӑве таранах.

Калаҫӑва издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев ертсе пынӑ. «Тӑван Атӑл» редакторӗ Людмила Сачкова журнал ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Юрий Артемьев критик, литература тӗпчевҫи, профессор публицистикӑна аталантармаллине пусӑм туса каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «массӑллӑ литература ҫеҫ мар, ҫӳллӗ шайри литература та пулмалла».

Юхма Мишши чӑваш халӑх ҫыравҫи ытти халӑх хайлавӗсене ытларах куҫарса пичетлеме сӗннӗ.

Николай Максимов прозаик «Тӑван Атӑла» мордва халӑхӗн литература журналӗсемпе танлаштарнӑ, кӳршӗ халӑхӗсенчен вӗренмелли нумай тенӗ.

Анатолий Кибеч чӑваш халӑх писателӗ кашни авторӑн ӑна тӑван яла, шкула, района ҫырӑнса памалла, ентешлӗхсен ертӳҫисемпе ҫыхӑну тытмалла тесе шухӑшлать иккен.

Владислав Николаев журналта тухнӑ материалсене тишкерсе ҫырнӑ статьясем кирлине асӑнчӗ.

Елен Нарпи ҫыравҫӑ студентсем валли рубрика йӗркелеме сӗннӗ. Николай Осипов литература тӗпчевҫи те Елена Петровнӑпа килӗшнине палӑртнӑ.

Ольга Фёдорова ҫыравҫӑсенчен илнӗ интервьюсене, Чӑваш кӗнеке издательствин кӑларӑмӗсем пирки ҫырса кӑтартнине курасшӑн.

#культура, #МИХсем, #журналсем, #ҫыравҫӑсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall332305213_2627
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем