Республикӑн влаҫ органӗсем халӑха тата ҫывӑхрах пулмалла-мӗн. Cap.ru портал ҫинче ҫулталӑк вӗҫлениччен «Уҫӑ даннӑйсем» текен пая ӗҫлеттерсе ямалла.
Уҫӑ правительство концепцие пурнӑҫа кӗртнӗ май тӑвакан ҫак ӗҫ патшалӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пирки уҫҫӑн каласа кӑтартӗ. Асӑннӑ пая кӗрсе кирлӗ информацие илес тесе ыйтса ҫырмасӑр тупма май килессе шантараҫҫӗ. Ҫавӑн пек информаци шутне патшалӑх ӑҫта мӗн чухлӗ тӑкакланине, шкулсемпе пульницӑсем, ача пахчисем ӑҫта вырнаҫнине, экологи тӑрӑмӗ тата преступлени шайне тата ыттине кӗртеҫҫӗ-мӗн.