Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» акцие йыхравлать. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ.
Ҫав кун каҫхи ултӑ сехетрен пуҫласа каҫхи тӑххӑрччен ӳнерӗн тӗрлӗ енӗ пирки пӗлме май килӗ. Ҫав вӑхӑтра авалтан пыракан кӗвӗпе юрӑ ӳнерӗсемсӗр пуҫне хальхи вӑхӑтри кино тата фото ӑсталӑхӗ пирки те каласа кӑтартӗҫ. Ӳнер каҫне пынисене фольклор инструменчӗсене епле ӑсталанипе паллаштарӗҫ кӑна мар, вӗсемпе калассин хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне те ӑша илтерӗҫ.
Музейӑн кинотеатрӗ «Сарпике» фильмри сӑнарсемпе паллаштарӗ. Кинона 1927 ҫулта Иакинф Максимов-Кошкинский сценарийӗпе ӳкернӗ. Фотосалонта вара 19-мӗш ӗмӗрти ҫипуҫа тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме ирӗк парӗҫ. Кунсӑр пуҫне поэзи каҫӗ те иртӗ. Хореографсем вара Латинла Америкӑри бачата ташӑри тата иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ диско-хастл стильти хусканусене тума хӑнӑхтарӗҫ.