Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Лайӑх хыпар: Чӑваш Ерри виҫӗ аслӑ шкул Атӑлҫи федераци округӗнчи чи лайӑх аслӑ шкулсен йышне кӗнӗ. Унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ лекнӗ.
«РАЭКС-Аналитика» агентство ТОП-100 рейтинг хатӗрленӗ. Унта Раҫҫейри 100 чи лайӑх вӗренӳ заведенийӗ кӗнӗ. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлне хакланӑ чухне пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илнӗ. Ҫакна палӑртмалла: ку ТОПра ытларах – Мускаври аслӑ шкулсем. Атӑлҫи федераци округӗнчен 15 аслӑ шкул ку списока лекнӗ. Вӗсен йышӗнче Тутарстанри – тӑватӑ, Чулхулари — икӗ аслӑ шкул. Шел те, Чӑваш Енрен ҫук.
Анчах пирӗн аслӑ шкулсем локаллӑ рейтинга лекнӗ. Унта – 52 аслӑ шкул. ЧПУ – 1-мӗш, ЧППУ – 33-мӗш, Чӑваш аграри университечӗ 46-мӗш вырӑнта пулнӑ.
Николай Максимов // 1544.72.3141
2026.03.05 14:43 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. | |
